Проза а.с.артемьев

Закрыть ... [X]

Home null;doc

April 8, 2018 | Author: Anonymous | Category: N/A

Share Embed

Report this link

Short Description Download null;doc... Description

Ăнлантарса пани Тутар Республикин Вĕренÿпе наука министерстви 2010 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ Тăрăх чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхе вĕрентме 8 класра эрнере 2 сехет уйăрнă. Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ, И. А. Андреев профессор 2002 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи программине» тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 8-9 класс (68 сехет) Вĕренÿ учебникĕ: И. А. Андреев. Чăваш чĕлхи: 8-9-мĕш класс валли.– Шупашкар, 2009. – 303 с., ил. Хушма литература: 1. Виноградов Ю. М.. Хăнăхтару пуххи, 8-9 класс валли. – Шупашкар, 2008. – 163 с. 2. Майков Е. А., Михайлова З. П., Кузьмина Г. В. Чăваш чĕлхи: 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. – Шупашкар, 1999. – 37 с.
«Чăваш чĕлхи» предметăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем: - вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ Вулама хăнăхтарасси; - вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси; - ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен лексикине пуянлатасси; - вĕренекенсен логикăллă шухăшлавне аталантарасси; - вĕренекенсене фонетика, лексика, грамматика никĕсĕсемпе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе, чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллаштарасси; - орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси; - уроксенче ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси; - тăван чĕлхене юратма, чĕлхе урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе ÿлĕмрен пурнăçра, ĕçре усă курма хăнăхтарасси; - грамматикăн кашни темине вĕрентнĕ чух ачасене литература чĕлхин çирĕпленнĕ нормисемпе паллаштарасси, пуплеве çав нормăсене пăхăнса йĕркелеме вĕрентесси.
VШ класс пĕтерекен ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле: - сăмах майлашăвĕпе предложени уйрăмлăхĕсене ăнлантарма; - анлă сăмах майлашăвĕсене ансăррисенчен уйăрма; - пуплеври сăмах çыхăнăвĕн мелĕсене палăртма; - предложенири шухăш тĕшшине тупма (ыйту тăрăх та, шухăш тĕшшине палăртмалли мелсем тăрăх та); - предложенири сăмахсене предложенин содержанине кура вырнаçтарма; - ыйтăва сăпайлăрах тума; - предложенин темипе ремине тупма;
- предложени членĕсене тата вĕсен çыхăнăвне палăртма; - хутсăр предложенире чарăну паллисене тĕрĕс лартма, вĕсене ăнлантарма; - тÿрĕ пуплеве тÿрĕ марринчен уйăрма. Синтаксисра та программăна кĕртмелли çĕнĕлĕхсем пур. Вĕсенчен кирлĕреххи «Предложенин шухăш тытăмĕ» текен ыйту. Пуплевре эпир предложение грамматикăшăн мар, пĕр-пĕр шухăша палăртас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Шухăша палăртман (содержанисĕр) предложени çук, пулма та пултараймасть. Предложени содержанийĕшĕн вара икĕ Япала тĕп вырăнта тăрать: мĕн çинчен калас тени тата ун çинчен пĕлтерни. Пĕрремĕшне кĕскен тема, иккĕмĕшне рема теççĕ. Кун çинчен уçса памаллах. Предложенири сăмахсен çыхăнăвне те хальчченхи пек мар, урăхларах ăнлантарас пулать. Подлежащиех акă сказуемăйпа кăна мар, унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Сказуемăй та çавнашкалах. Сăмахсем çыхăнăвĕ çинчен калаçнă чухне вĕсем предложенире мĕнле член пулнине те асăнма кирлĕ Мар. «Çыхăну» тени вăл пуплев пулăмĕ, «член», «пуплев пайĕ» тенисем чĕлхе наукинчи ăнлавсем. Вĕсене пĕр-пĕринпе хутăштарни ыйтăва пăтраштарать кăна. Предложенири сăмахсен çыхăнăвне «член» текен ăнлава çыхăнтарса пуплеве эпир пĕлтерĕшсĕр сыпăксем çине пайлама тытăнатпăр. Акă темиçе тĕслĕх: Савăнăçне ниçта чикеймест çын (Уяр) – подлежащие сказуемăйпа кăна çыхăнтарсан «çын чикеймест» пулса тухать. Анчах та калаçу кунта çын чикейменни çинчен мар, вăл савăнăçне ниçта чикейменни çинчен пырать. Шухăшĕ тăрăх, апла пулсан, подлежащи сказуемăй ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн кăна çыхăнать. Акă вăл çыхăнăвăн схеми: Савăнăçне ниçта чикеймест çын.
Ивук ашшĕ ĕлĕкрех чухне йышлă çемьеллĕ Те юрлă пурнăçпа пурăнакан çын пулнă (Уяр) – ку тĕслĕхре те подлежащи (ашшĕ) сказуемăйпа (çын пулнă) уйрăммăн мар, унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнать. Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ (Уяр) – кунта вара подлежащи (ача) пĕччен мар, хăйĕн ушкăнĕпе кăна сказуемăйпа çыхăнать: Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ.
Тĕслĕхсем çакна çирĕплетсе параççĕ: предложенири сăмахсен чăн-чăн çыхăнăвне тупма хăнăхтарни кирлех (унсăрăн предложени содержанине те тĕрĕс ăнланма çук), анчах та çав çыхăнăва членсем урлă палăртма май килмест. Предложенири сăмахсен çыхăнăвне тĕрĕс палăртни кĕçĕн членсене уйăрнă чухнехи йывăрлăхсенчен те хăтарать. Халĕ Эпир 3 тĕрлĕ кĕçĕн член çинчен калаçатпăр – определени, дополнени, обстоятельство. Определени япала ятне, дополненипе обстоятельствăсем ытти пуплев пайĕсене ăнлантараççĕ тетпĕр. Урăхла каласан, синтаксис пулăмĕсене каллех морфологи урлă ăнлантарма тытăнатпăр. Ку хăех хирĕçÿллĕ. Анчах та пуплев юхăмĕнче пĕр сăмах тепĕр сăмахпа кăна мар, сăмах майлашăвĕпе е предложенипе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Акă 1-2 çавнашкал тĕслĕх: Çуркуннепе çул усал (М. Фед.) Эрнере çичĕ Кун, талăкра 24 сехет.
Мĕнле член тес вара çакăн йышши тĕслĕхсенчи палăртнă сăмахсене? Вырăс тĕпчевçи Н.Ю.Шведова вĕсене детерминант тет. Çапах та детерминант çинчен калаçни те ыйтăва хирĕçÿсĕр уçса пама пулăшаймасть. Çыхăну енчен предложенири сăмахсем пурте пĕрешкел - кĕçĕн член текеннисем те, тĕп членсем те. Пурте вĕсем тепĕр сăмахпа та, сăмах майлашăвĕпе те çыхăнма пултараççĕ. Предложени членĕсем çинчен тахçантанпа çирĕпленнĕ традицирен уйрăлас мар тенипе кăна калаçма пулать. Унчченхи пекех, программăри хăш-пĕр ыйтусене çăлтăрласа панă. Çăлтăрсăррисем - пурте вĕренмеллисем. Вĕсем предметăн пĕлÿлĕх никĕсĕ шутланаççĕ. Çăлтăрлисем - ытларах пĕлес текеннисем валли. Вĕрентекенсене программăна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене уйрăмах тимлĕ пăхма сĕнес килет. Ку çĕнĕлĕхсем чĕлхемĕрĕн тытăмне тĕрĕсрех, вырăсларах каласан, адекватлăрах ăнлантарма кирлĕ. Вĕсем тата чĕлхемĕрĕн хутшăнури пĕлтерĕшне те тарăнлах ăнланса илме пулăшĕç. Ку енĕпе синтаксисра хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ çинчен калаçни усăллă пулассăн туйăнать. Хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ çинчен программăра асăнман. Сыпăнуллă е союзсăр хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ Пирки тĕпчевçĕсем те халиччен çирĕп шухăш калайман. Пăхăнуллă хутлă предложенисен хăш-пĕр тĕсĕсем шухăш тытăмĕ Енчен хутсăр предложени евĕрлех. Ăна пăхăнуллă предложенисен хутлă пĕрлĕхри вырăнĕ çинчен калаçнă май ăнлантарма пулать, ăнлантармалла та. Программăра пуплеве аталантарас тĕллевпе ирттермелли ĕçсене чылайăшне литература урокĕсенче туса ирттермелле. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ 5,6-мĕш классенчех (тепĕр чух маларах та) сăвă-калав çырса хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме тытăнать. Çак пархатарлă туртăма асăрхаса малалла аталантарса пымалла. Чĕлхе енчен кунта сăмах пуянлăхне ÿстересси, сăмахсен тÿрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшĕсене уйăрма хăнăхтарасси, ытарлăхпа сăнарлăх туйăмне аталантарасси тивĕçлĕ вырăнта пулмалла. Паллăрах тĕпчевçĕсемпе (И.Я.Яковлев, Н.И.Ашмарин, Н.И.Золотницкий, В.Г.Егоров, М.Р.Федотов) урокра паллаштармалла.
Содержани Тăван чĕлхе - асаттесен пехилĕ (калаçу) Синтаксиспа пунктуаци Синтаксис - чĕлхе наукин сăмахсенчен пуплев мĕнлерех йĕркеленни çинчен вĕрентекен пайĕ. Пунктуаци - пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксене еплерех уйăрмалли çинчен калакан правилăсен пуххи. Пунктуаци калас шухăшпа, грамматикăпа тата чĕлхе уйрăмлăхĕсемпе çыхăнни. Пунктуаци те, орфографии пекех, чĕлхе наукин пĕр пайĕ Пулни. Вăл çырăва йĕркелет, ăна вулаканшăн та, çыраканшăн та ăнланмалла тăвать.
Пуплев сыпăкĕсем: предложени тата сăмах майлашăвĕ I. Сăмах майлашăвĕпе предложени - пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксем. Вĕсен тытăмĕ, уйрăмлăхĕсем. Сăмах майлашăвĕ - предложени сыпăкĕ, предложени - пуплев сыпăкĕ. Предложени - хутшăнури тĕп еденица.
Пуплеври сăмахсен çыхăнăвне палăртмалли мелсем: аффикссем, хыçсăмахсем, союзсем, вырăнĕ-йĕрки. Предложени - кирлĕ Шухăша палăртакан единица (шухăшпа хутшăну единици) тата грамматика пĕрлĕхĕ. Хутсăр тата хутлă предложенисем. II. Предложенири сăмахсен çыхăнăвне палăртасси, çыхăнăва палăртакан мелсене кăтартасси.
Хутсăр предложени Хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ I. Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен (е шухăш) тытăмĕ: мĕн çинчен каланине палăртакан çынсем (тема) тата ун çинчен мĕн пĕлтернине палăртаканнисем (рема). Темăпа рема пĕр сăмахлă тата темиçе сăмахлă пулма пултарни. Предложенири сăмахсен йĕрки, унăн функцийĕсем (сăмах йĕрки мĕне-мĕне палăртни). Шухăш тĕшши, ăна палăртакан сăмахсем предложенире еплерех вырнаçни. Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйтăва палăртмалли мелсем: ыйту сăмахĕсемпе (кам, мĕн, ăçта, хăçан т.ыт.) ыйтуллă татăксем. Ыйтуллу тата ыйтусăр предложенисен ушкăнĕсем. Ыйтуллă предложенисем те, ыйтусăррисем те туйăмлă (эмоциллĕ) пулма пултарни. Туйăмлисене чарăну паллипе палăртасси. Пурлă тата çуклă предложенисем. Çуклăха кăтартмалли мелсем. II. Темăпа рема ушкăнĕсене палăртасси, вĕсенчи сăмах йĕркине сăнасси. Шухăш тĕшшине палăртакан сăмахсене тупасси. Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисен интонацине сăнасси, вĕсене тĕрĕс вуласси. Калаçура ыйтăва еплерех лартнине сăнасси. Ыйтăва тĕрĕс лартасси. Сăпайлă ыйту тата риторикăллă ыйту мелĕсемпе паллаштарасси. Вулакан хайлавсенче çавнашкал ыйтусене асăрхама хăнăхтарасси (Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-ши$ Хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ$ Ун пек лайăх хитре хĕре мĕнле каччă юратмĕ$).
Хутсăр предложенин грамматика тытăмĕ Предложени членĕсем I. Тĕп членсемпе (подлежащипе сказуемăй) кĕçĕн членсем (определени, дополнени, остоятельство). Предложени членĕ Пĕр сăмахлă та, темиçе сăмахлă та пулма пултарни. Предложенири сăмах тепĕр сăмахпа та, сăмах майлашăвĕпе те, подлежащипе сказуемăй пĕрлĕхĕпе те çыхăнма пултарни. Подлежащипе сказуемăй ушкăнĕсем, вĕсем хушшине тире лартасси. Подлежащипе сказуемăй ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнакан сăмахсем. Тĕп членсăр (подлежащисĕр, сказуемăйсăр е харăсах иккĕшинсĕр те) предложенисем. II. Подлежащи ушкăнĕпе тема, сказуемăй ушкăнĕпе рема пĕр килнипе килменнине сăнасси. Тĕп членсем хушшине тире лартасси, кĕçĕн членсене (дополненисемпе обстоятельствăсене) чарăну паллисемпе уйăрасси. Шухăша кура подлежащипе сказуемăя предложенире тĕрĕс вырнаçтарасси. Пĕр йышши членсем - сыпăнуллă çырури сăмахсем. Пĕр йышши членсем союзсăр тата союзсемпе çыхăнни. Чарăну палли лартасси.
Пĕр йышши членсем çумĕнчи пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем, вĕсен вырăнĕ, чарăну пали лартасси. Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсемпе вырăнлă усă курасси. Пĕр йышши членсемпе килĕшÿллĕ пĕтĕмлетÿ сăмахĕ Тупасси.
Чĕнÿ. Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем I. Ансăр тата анлă чĕнÿ. Чĕнÿсен предложенири вырăнĕ. Чарăну паллисемпе уйăрасси. Кÿртĕмсем, вĕсен пĕлтерĕшĕ. Чарăну паллисемпе уйăрасси. II. Кÿртĕмсемпе (сăмахсемпе е предложенисемпе) вырăнлă усă курма хăнăхтарасси. Ятарлă чĕнÿ сăмахĕсемпе усă курасси: аппа, пичче, асатте, асанне, кинемей, мучи - тăванлăха палăртмалла чухне; тăванăм, ырă çыннăм(ăр), шăллăмсемпе йăмăксем, тусăмăрсем (е тусăмсем) т.ыт.те - ытти чухне.
Тулли мар предложенисем I. Тулли мар предложенисен содержанийĕ Пуплевре (калаçура е çырура) уçăмланни. II. Тулли мар предложенисемпе текстра (диалогра е хутлă предложенисенче) усă курасси.
Предложенири уйрăмлатакан сăмахсем I. Предложенири сăмахсене интонаципе уйрăмлатнин тĕллевĕ - вĕсен шухăш çыхăнăвне палăртасси. Интонаципе уйрăмлатакан сăмахсене çырура чарăну паллипе уйăрасси. II. Уйрăмлатнă тата уйрăмлатман сăмахсем предложенин шухăшне еплерех улăштарнине сăнасси. Шухăша тĕрĕсрех палăртас тĕллевпе предложени пайĕсене уйрăмлатма пĕлесси. Текстри уйрăмлатнă сăмахсене тĕрĕс интонаципе каласси.
Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем I. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем, вĕсенче тÿрĕ пуплевпе автор сăмахĕсем епле вырнаçни. Диалог. Ăна çырура еплерех йĕркелесси. Тÿрĕ Мар пуплевлĕ предложенисем. Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисенчи чарăну паллисем. Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплеве автор сăмахĕсемпе çыхăнтаракан глаголсем.
Цитата, ăна чарăну паллисемпе палăртасси. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене тÿрĕ мар пуплевлисемпе ылмаштарасси (май пур чухне). Ылмаштарма май çуккине ăнлантарасси. II. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенчи ытлашшилĕхсене асăрхаса вĕсенчен хăтăласси (тесе каларĕ, тесе ыйтрĕ Т.ыт.). Диалога тÿрĕ е тÿрĕ мар пуплевпе, юлашкисене диалогпа ылмаштарасси. Ылмаштарнă чух пуплев стилĕ улшăннине сăнасси. Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисене тĕрĕс интонаципе калама вĕрентесси. Çыру ĕçĕнче (хайлавсенче) цитатăсемпе усă курма вĕрентесси.
Вĕреннине аса илесси. Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси Пуплеве перекетлĕ тума хăнăхтарасси. Пуплев уçăмлăхĕ: ытлашши сăмахсенчен, вырăнсăр кăткăслăхран хăтăласси, калаçăва темăран пăрăнмасăр тытса пырасси. Местоименисемпе тата ытти çыхăну мелĕсемпе пĕлсе усă курасси. Предложенири сăмахсене вĕсен содержанине тата туйăмлăх сĕмĕсене шута илсе вырнаçтарасси. Текста абзацсем çине пайлама хăнăхтарасси. Абзацри предложенисене тата абзацĕсене хăйсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарасси. Хаçат-журнал (публицистика) тата илемлĕ стиль уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси. Çак стильсене тĕпе хурса çырнă хайлавсен содержанине каласа е çырса парасси (изложени йĕркипе). Калав е ăслав мелĕсене пăхăнса тĕрлĕ темăпа хайлав çырасси («Тăван ялăм, савнă ялăм», «Тăван тавралăх», «Тавралăха упрар», «Пирĕн тăрăхри проза а.с.артемьев (е ялти) сумлă çынсем», «Юратнă ĕç», «Йышпа ĕç ăнать», «Халăх уявĕ», «Ака туй» т.ыт.те).
КАЛЕНДАРЛĂ ТЕМАТИКА ПЛАНĔ (чăваш чĕлхи) Урок №
§
1 2, 3, 4 5 6
1, 2 3
7
4, 5
8
6
9-10 11 12 13 14 15 16 17
7 8 9 10 11 12
18
19 20 21, 22 23 24
13 14 15 16 17
25 26
18 19
Программăри темисем
Сехет шучĕ
Тăван чĕлхе – асаттесен пехилĕ Морфологире вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси Чĕлхепе пуплев Синтаксис мĕн çинчен вĕрентет? Хутсăр предложени Предложени – пуплеври пулăмпа тĕп единица Предложенири пĕлтерĕшлĕ сыпăксем. Сăмах майлашăвĕ Сăмах майлашăвĕн тытăмĕ Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ Хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ Предложенири шухăш тĕшши Предложенири сăмахсен йĕрки Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант
1 3
Калаçу урокĕ Вĕреннине аса илмелли урок
Вĕренÿ кенеки проза Вĕренÿ кенеки
1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки
1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки
2 1 1 1 1 1 1 1
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Диктант тексчĕсен пуххи
Йăнăшсемпе ĕçлесси
1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Вĕреннине аса илмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок
1 1 2 1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
Предложенин грамматика тытăмĕ Предложени членĕсем Тĕп членсем. Подлежащи Сказуемăй Подлежащипе сказуемăй çыхăнăвĕ Подлежащипе сказуемăй хушшине тире лартасси Определени Дополнени
Урок тĕсĕ
Курăмлăх хатĕрĕсем
Урок кунĕ ирттер ирттер мелли ни
1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
2
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки
31
Обстоятельство Дополненисемпе обстоятельствăсене чарăну паллисемпе уйăрасси Предложение членсем тăрăх тишкермелли йĕрке Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант
1
Диктант тексчĕсен пуххи
32
Йăнăшсемпе ĕçлесси
1
33
1
Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок Вĕреннине аса илмелли урок
1 1 2
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1 1 1 1
Вĕреннине аса илмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки
1 1
Вĕреннине аса илмелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Изложени тексчĕсен пуххи
27 28
20 21
29, 30
43 44
28
Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Пĕр йышши членлă предложенисем Пĕр йышши членсем Союзсемпе çыхăнакан пĕр йышши членсем Пĕр йышши членсем çумĕнчи пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Чĕнÿ Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисене чарăну паллисемпе уйăрасси Предложенири сăмахсен çыхăнăвне схемăласа кăтартасси Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Пуплев уçăмлăхĕ
45
29
Сочинени, унăн тĕсĕсем
1
30 31 32 33
Тĕп членсăр предложенисем Подлежащисĕр предложенисем Подлежащисĕр предложенисем малалли Сказуемăйсăр предложенисем Тулли мар предложенисем Тĕрĕслев ĕçĕ. Изложени
1 1 1 1 2
Йăнăшсемпе ĕçлесси
1
34 35 36, 37 38 39 40 41
22 23 24
25 26 27
42
46 47 48 49 50, 51 52
Вĕренÿ кенеки
Вĕренÿ кенеки
аталантармалли урок
64 65
Предложенири уйрăмлатнă сăмахсем Уйрăмлатнă тени мĕне пĕлтерет? Предложенин хăш-пĕр сыпăкĕсене уйрăмлатнин сăлтавĕсем Уйрăмлатнă членсенчи чарăну паллисем Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Хутсăр предложенисене тишкермелли йĕрке Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем Урăх çын сăмахĕсене пĕлтермелли мелсем Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну паллисем лартасси Диалог Тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем Цитатăсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси Вĕреннине аса илмелли ыйтусем Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант
66
Йăнăшсемпе ĕçлесси
1
Вĕреннине аса илмелли хăнăхтарусем Вĕреннине аса илмелли хăнăхтарусем
2 2
53 54
34 35
55 56 57
36
58 59
37 38
60 61, 62 63
39 40 41
67, 68 69, 70
1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1 1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Вĕреннине аса илмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
1 2 1
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
Вĕреннине аса илмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок Вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок Вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок
Вĕренÿ кенеки Диктант тексчĕсен пуххи
1
Вĕренÿ кенеки Вĕренÿ кенеки
Ăнлантарса пани Тутар Республикин Вĕренÿпе наука министерстви 2010 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче тăван литература вĕрентме VIII класра эрнере 1 сехет уйăрнă. Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ, В. П. Никитин пĕтĕмĕшле ертсе пынипе 2003 çулта чăваш шкулĕн 5-11 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш литератури программине» тĕпе хурса йĕркеленĕ. Вĕренÿ материалне çапла пайланă: VIII класс (34 сехет). Вĕренÿ учебникĕ: Никитин В.П.. пухса-çырса хатĕрленĕ «Чăваш литератури - 8» (Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2003.) кĕнеке тăрăх хатăрленĕ.
«Чăваш литератури» предметăн тĕп тĕллевĕсем: 1. Ятарлă тĕллевсем: - чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси; - ачасене ÿнерсен тата сăмах ÿнерĕн пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма, ăша хывма вĕрентесси; - шкул ачин тĕнче курăмне никĕслеме пулăшасси; - ачасен кăмăл-сипетне халăх педагогикипе эстетики, традицийĕсемпе философийĕ урлă аталантарасси; - илемлĕ сăнарлăха туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси. 2. Пĕтĕмĕшле тĕллевсем: - ĕç хăнăхăвĕсен йĕркелесси, вĕренекенсене ытти халăхсен литературипе паллаштарасси, справочниксемпе, словарьсемпе ĕçлеме вĕрентесси; - пуплев-хутшăну культурине аталантарасси; - ачасен шухăшлав пултарулăхне йĕркелесси; - общество пурнăçĕн пулăмĕсене, вĕсен çыхăнулăхне тарăнрах ăнланма пулăшасси; - тĕрлĕ предметсен çыхăнăвне пĕтĕмлетме май парасси. Тăван çĕршыв (Чăваш Республикин мухтав юрри). Кÿртĕм калаçу. Сăнарлă сăмах – халăх ăс-хакăлĕн пĕр пайĕ. Вăл тапхăрăн-тапхăрăн аталанса пыни. Сăмах ÿнерĕ пурнăçа сăнарсем урлă кăтартни. /нерсен ытти тĕсĕсем. Вĕсен илемлĕх витĕмĕ. (1 сех.) И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» (халал) (1 сех) Ăсталăхпа илем тĕнчи. Пил, пехил, халал: жанр паллисем, тытăмĕ, хутламсен (рефренсен) пĕлтерĕшĕ.
VIII класс пĕтернĕ çĕре вĕренекенсен пĕлмелле: - класра вĕреннĕ хайлавсен тата килте вуланă кĕнекесен авторĕсене, ячĕсене, жанрĕсене, çивĕч ыйтăвĕсемпе темисене тата вĕсене хăш тапхăрта çырнине;
- çак ăнлавсене пĕтĕмĕшле пĕлмелле: илемлĕ сăнарпа сăнарлăх, темăпа тĕп шухăшĕ, ĕç йĕркипе тытăмĕ, рифмăпа сăвă йĕрки, жанрсем, ретсемпе ушкăнсем (эпика, лирика, лиро-эпика, драматурги; романсем, новеллăсем, публицистика хайлавĕсем, комедисем, трагедисем, драмăсем, приключенисемпе фантастика, питлев), литература сулăмĕсем тата пултарулăх меслечĕсем (классицизм, романтизм, реализм); - лирика, лиро-эпика, драматурги речĕсенчи хайлавсен жанрĕсене, тытăмне, сăнарсен ушкăнĕсене, хайлаври вăхăтпа вырăна тата вĕсен çыхăнăвĕсене; - çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕн литературăра палăрнă тапхăрĕсем тата вĕсен пурăннă вăхăтри паллă ĕçĕсемпе çынсем çинчен; - чăваш литературин аталану тапхăрĕсене, вĕсем халăх историйĕпе çыхăнса тăнине тата кашни тапхăрти çыравçăсемпе хайлавсене
Вĕренекенсен пултармалла: - кирек мĕнле текста та уçăмлă, йĕркеллĕ, такăнмасăр вулама, пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăсемпе сыпăксене халăх умĕнче илемлĕ каласа пама; - вуланă хайлав тĕсне, жанрне, ĕç йĕркипе тытăмне, сăнарсен ушкăнĕсене, тавлашу йĕрĕсене ăнлантарса пама; - хайлавра хускатнă çивĕч ыйтусене тупма; - илемлĕх мелĕсем хайлав шухăшне вăйлатнине ăнлантарса пама, çыравçă хавхине палăртма - сăнарсемпе хайлав çинчен мĕн шухăшланине тĕслĕхсемпе çИрĕплетсе ĕнентерме; - çыравçăпа унăн хайлавĕ литературăра мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарма; - вăланă кĕнекери ĕçсене пурнăçри тĕслĕхсемпе танлаштарса çыхăнуллă калаçма, ыттисен сăмахне çирĕплетсе, тиркеме е тÿрлетсе харпăр хăй мĕн шухăшланине хÿтĕлеме; - каламалли е çырса памалли шухăшсен планне, тезисĕсене тума; - вĕрентекен каланине е лекцилле калаçăва кĕскен çырса пыма; - литература темипе пĕлтерÿ, хыпар, реферат е доклад хатĕрлеме; - хăй тĕллĕн вуланă кĕнеке, курнă спетакль, концерт, кинофильм, телекурăм çинчен рецензи е информаци çырма; - пурăнакан вырăнти халăх сăмахлăхне, литература палăкĕсене, алçырăвĕсене пухма, вĕсене тирпейлесе вырнаçтарма; - пуçламăш классенче литература ыйтăвĕсемпе калаçăсем, сăвă сехечĕсем ирттерме; - тĕрлĕ йышши сăмах кĕнекипе (словарьпе), справочникпа, энциклопедипе усă курма, вĕсенчи кирлĕ вырăнсене çырса илме, вырăсла ăнлантарнисене чăвашла куçарма.
Пăхмасăр калама вĕренмелле: И. Яковлев «Чăваш халăхне» (халал сыпăкĕсем) М. Юман «Паттăр пулнă авалсем» В. Лебедев «Пирĕн телей» К. Иванов «Нарспи» (поэма сыпăкĕсем) Çеçпĕл Мишши «Çĕн Кун аки», «Тинĕсе», «60-мĕшсен» пĕр сăвви В. Урташ «Укăлча умĕнче шурă хурăн», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ»
Шкулта чăваш литературине вĕрентес ăслăлăх концепцийĕпе патшалăх стандарчĕ куçăмлă тапхăр валли хатĕрленĕ программăри тĕп шухăшсенех çирĕплетрĕ. Вулама кăмăллă, ÿсĕм шыравне тивĕçтерекен хайлавсем кăна ачасене хавхалантарса пыраççĕ, малтан мала талпăнса пурăнма вĕрентеççĕ. Чăваш халăхĕн ăс-хакăлне тарăн уçса паракан хайлавсем вĕренÿ кĕнекисенче тĕп вырăнта тăраççĕ. Вăл шутра тĕплĕ чарăнса вĕрентмеллисем _ ХIХ ĕмĕр шедеврĕсем: «Чăваш эпир пултăмăр», «Арçури». ХХ ĕмĕрте паха хайлавсемпе палăрнă çыравçăсем тата йышлăрах: Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Илпек Микулайĕ, Влас Паймен, Николай Терентьев, Александр Артемьев, Юрий Скворцов т.ыт.те. Классиксен хайлавĕсене темиçе класс программине кĕртнĕ. Ку тĕрĕсех, мĕншĕн тесен кашни ÿсĕмĕн хăйĕн Ивановĕ, Çеçпĕлĕ, Хусанкайĕ, Ухсайĕ... Кĕçĕн классенче пĕчĕк хайлавсемпе, сыпăксемпе палашаççĕ пулсан, ÿсерехпе вара поэма, драма-трагеди, повесть-роман тишкерме пуçлаççĕ. Кусене те пайăрлатса панă: пĕрисене пăрăнми вуласа тишкермелле (тĕп шкул валли), теприсемпе вуласа паллашмалла (тарăнрах пĕлÿ паракан классем тата ятарлă лицей-гимназисем валли), виççĕмĕшĕсене килте вуламалла кăна (программăра вĕсене класра тишкерме сехетсем уйăрнă). Малтанхи пекех вĕрентÿ тăватă ăстрăмлă. Пуçламăш классенче (I-IV) ăнлантаруллă вулав пулсан кĕçĕн классенче (V-VII) литература вулавĕ, литература пĕлĕвĕн кÿртĕм вĕренĕвĕ никĕсре. Вăталăх классем (VIII-IХ) халăх кун-çулне, культура аталанăвне вăхăтпа талккăш сарăмĕнче курмалăх ÿссе çитеççĕ. Вăталăх пусăм (VIII-IХ) ачасен ÿнерсен аталану тапхăрĕсене пĕлмелле, пысăк жанрсене алла илсе пымалла, çыравçăсен хăйне евĕрлĕхне, вĕсен пурлăхĕпе пултарулăхĕ çыхăнса тăнине ăнкармалла. Литература речĕсемпе жанрсен тытăмне йăлтах чухласа тăмалла. Çавăнпа ку вĕренĕве вăхăт тапхăрĕсем тăрăх йĕркеленĕ. IХ класăн программи малтанхи тĕп тытăмпах юлнă. IХ класра истори тапхăрĕсене палăртма, ун чухнехи пурнăçпа сăмахлăхăн лайăх е япăх енĕсене, халăх ĕçĕ-хĕлĕ, çыравçăсен ăсталăхĕ тапхăртан тапхăра пуянланса, якалса пынине кăтартма тăрăшма. Ку ăстăмри хайлавсем ачасене çынсен хутшăнăвĕсене, литература сăнарĕсен ырă тата япăх енĕсене хак пама, хайлавсен сăнарĕсенче харпăр хăйне курма хăнăхтарса пымалла. Çав вăхăтрах патриотлăх, гражданлăх туйăмне мала кăларасси, хайлавсенче хускатнă моральпе эстетика ыйтăвĕсене ăнланса ăша хывма тата этемĕн чун-чĕре пахалăхĕсемпе çыхăнтарса вĕсене тĕрĕс ăнлантарма пĕлесси пулмалла. Маларахри вĕренÿ кĕнекинче сăнарсем хăйсене хăйсем алă хунине (сиуцида) пусăмласа тăни сиенлĕ тесе шутлатпăр. Йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнине мала кăларса пырас пулать. Хайлавсенчи авторăн кăмăлĕпе шухăш-туйăмĕ мĕнлерех палăрнине сăнаса пĕтĕмлетесси, хайлавсен илемлĕх-сăнарлăх мелĕсен пĕрлĕхĕ (стиль) пирки пĕтĕмлетÿсем тăвасси пулмалла. Проблемăпа тема, сюжетпа композици, геройсемпе сăнарсем, сăнар характерĕсен аталанăвĕ, хайлаври сăнарсене хакламалли мелсем, пуплеве илемлетме усă курнă ытарлăхсем пурте ачасен ăнланулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра IX класран вĕренсе тухакансем тĕп пĕлÿ илеççĕ. Вĕсем X_XI классенче вĕренмесен те пултараççĕ. Çавăн пирки вăталăх пусăмри ачасене чăваш литературипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ пама тăрăшмалла. Вăталăх пусăмăн юлашки çулĕнче (IX класс) пысăкрах хайлавсен сыпăкĕсене панă. Ку вăл йĕркеллĕ вĕренсе пынă ачашăн йывăрлăх кăларса тăратмĕ. Анчах хайлава пĕтĕмпех вуламан ачана ыттисен картне ларма май килмĕ. Аслă классенче вара çак кĕскетÿ мелĕпе ытларах усă курма сĕннĕ. Калăпăр, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Çемен Элкерĕн «Хурапа шурă», Федор Павловăн «Ялта», Леонид Агаковăн «Шанчăк», Хветĕр Уярăн «Таната», Александр Артемьевăн «Салампи» хайлавĕсене хрестоматие ниепле те пĕтĕмпех кĕртме май çук. Анчах вĕсене вăтам шкулта ачасене пĕтĕмпех вулаттармасан та юрамасть. Вĕрентекенпе хăйсен ÿсĕмĕшĕн ытларах пĕлекен ачасем шкула ан ÿпкелеччĕр тесе программăна виçĕ шай виçипе йĕркеленĕ. Кĕскетнĕ хайлавсем хушшинче вуласа тишкермеллисем тата вуланă хыççăн сÿтсе явмаллисем (килти вулав) пулаççĕ. Çыру ĕçĕсем ирттермелли хайлавсене кашни ачан пĕр сиктермесĕр пĕтĕмпех вуласа тухма тивет. Пăрăнми вулама сĕннĕ хайлава вуласа тухманни программăна
пурнăçламанни шутланать. Пăхмасăр калама сĕннĕ сăвăсене вĕренменни те çавах. Вĕсем йышлă мар, анчах вĕсене пĕлмеллех. Ку вăл _ аялти шай. Çÿлти шай вара ачан пултарулăхĕнчен тата вăл малашне ăçта мĕне вĕренме каяссинчен нумай килет. Харкам тĕллĕн вулама сĕнни (ирĕклĕ вулав) _ лайăх вĕренекен е вулама юратакан ачасем валли. Ку йышши хайлавсем малтан вĕреннисемпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Вĕсене ахаль йышши класра йĕркипе вĕренсе пыракан ачасем те, тарăн пĕлÿ класĕнче е ятарлă лицей-гимназире вĕренекенсем те вулаччăр тесе программăна кĕртнĕ. Çыравçăсен пултарулăхне вĕрентмелли уроксенче хайлавсен поэтикине _ композици, сăнар, илемлĕх енĕсене тĕплĕнрех ăнлантарни вырăнлă. Аслă классен программа никĕсĕнче _ классиксен чи лайăх хайлавĕсем. Вĕсене, паллах, ретпе, хавхапа, жанрсемпе, çыру мелĕсемпе тата ытти енчен виçеллĕ шайлаштарса илме пĕлмелле. Программăра çапла тума май панă. Программăна май пур таран кĕскерех те уçăмлăрах тунă. Халăх сăмахлăхĕпе литературăна шкулта ÿнерĕн пĕр тĕсĕ тесе вĕрентме сĕннине тĕпе хунă. Хайлавсене малтанхи пек ăнлантарса панисем, темăна ăнлантарса тăнисем кунта çук. Вĕсем меслет кăтартăвĕсенче тата вĕренÿ кĕнекисенче пулмалла. Тĕп темăсене кĕскен уçса панă. Ку вăл вĕрентÿçĕ уроксене планланă чухне хăш сулăма тĕпе хумаллине систерет, мĕн чухлĕ вĕренмеллине палăртать. Анчах çакă вăл хайлава яланах пĕр майлă кăна ăнлантармалла е урăххи çинчен калаçма юрамасть тени мар. Малтан е кайран вĕрентме, пĕр хайлава тепринпе ылмаштарма юрать. Çапах та вĕренсе тухнă чух аттестаци ĕçĕ çырма, абитуриента чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕме кирлĕ пулакан хайлавсене сиктерсе хăварни стандарта тата программăна тытса пыманнине пĕлтерет. Литература вĕрентĕвĕн стандарчĕ ыйтнине вĕрентекен кирек мĕнле меслетпе, ăслайпа пурнăçлама пултарать. Программăра ăна çавна тумалли тĕп çул-йĕре кăтартса панă.
СОДЕРЖАНИ Авалхи еткертен «Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир» (сăвă) Чăваш сăмахлăхĕн аталану тапхăрĕсем. Халăх ăс-хакăлĕ. Авалхи карт. Ăрăмлă сăмахлăх тĕслĕхĕсем. Туй сăмахлăхĕ. Атăлçи Пăлхар тапхăрĕ. Вуласа тишкерме: Мĕтри Юман «Паттăр пулнă авалсем» (Ирĕклĕ сăвă). Сăвă пахалăхĕ, пĕлтерĕшĕ. Илемлĕх мелĕсем. Г.В.Тал-Мăрса «Силпи – пăлхар пики» (трагеди сыпăкĕсем). Ăсталăхпа илем тĕнчи. Авалхи сăмахлăхра халăх шăпи ÿкерĕнсе юлни. XVI – XIX ĕмĕрсенчи сăмахлăхран Çĕр-шывпа çырулăха çухатнă хыççăнхи пурнăçпа литература. Вĕреннĕ несĕлсем арабла е тĕрĕкле çырнă вăхăт. Вăтăр Юман «Чăтăмлăх çинчен» (сăвă). Халăх кĕрешĕвне сăнарлакан сăвă-юрă. Пăлхавçăсемпе çар пуçĕсен сăмахĕсемпе юррисем. Искей Пайтулĕ. «Хупăрларĕç виçĕ хут», «Эй, çилсем, кăра çилсем...» Пайтул Искеев кĕрешÿçĕн кун-çулĕ. Халăх юррисен шăпи. С.Разин пăлхавĕ Чăваш халăх сăмахлăхĕнче палăрса юлни. Тойтерякпа Нехей юррисем. «Тăхăр Атăл çине тухса куртăм.. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнчи ăс-хакăл палăкĕсем. Вĕсен пахалăхĕпе пĕлтерĕшĕ. Сăвă-юрăра палăрса юлнă пурнăç.
В.И.Лебедев «Пирĕн телей» (сăвă), «Çитет, ан хĕне» (тĕрленчĕк). В.И.Лебедев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Тĕрленчĕкĕсем: «Чăваш халапĕсем», «Чĕмпĕр чăвашĕсем тискер кайăк тытни». «Пирĕн телей» сăвă тытăмĕ, ытарлăхĕ, пĕлтерĕшĕ. В.И.Лебедев. «Мул тупни» Чăваш Хветин, Урхас Якурĕн сăввисем. Ăсталăхпа илем тĕнчи. Фольклор никĕсĕ çинче çуралнă литература хайлавĕсем. М.Ф.Федоров «Арçури» (поэма) М.Федоров пурнăçĕпе пултарулăхĕ. К.В.Магницкипе Н.И.Золотницкий шкулĕн витĕмĕ. «Арçури» поэма шăпи. Поэма пахалăхĕ, жанр тĕсĕ, тытăмĕ, илемлĕх мелĕсем. Ăсталăхпа илем тĕнчи. чăваш сăвă хывăмĕн никĕсĕсем, сыпăклă хывăм (силлабика)
XX ĕмĕрти чăваш сăмахлăхĕ XX ĕмĕрти паллă чăваш çыравçисем, вĕсен паха хайлавĕсем. Сăмахлăх халăх кун-çулне тĕрлĕ енчен кăтартни. Ирĕке, танлăха, çутта утар Литературăн çутта туртаслăхĕ, кĕрешÿри вырăнĕ. Çыравçăсен тĕрлĕ ушкăнĕсем. М.Ф.Акимов. «Шÿт туни», «Тĕлĕнмелле» (памфлетсем). М.Ф.Акимов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Памфлет жанрĕн илемлĕх мелĕсем. Шухăш вичкĕнлĕхне вăйлатмалли майсем. К.В.Иванов. «Нарспи» (поэма). К.В.Иванов – чăваш литературин классикĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. «Нарспи» поэма пахалăхĕ, чăваш пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ. Поэмăн илемлĕх тĕнчи. Сăнарсем. А.С.Артемьев. «Хунавлах хăрнисем» (роман пайĕ). А.Артемьев – чăваш халăх çыравçи. «Тăвăл умĕн» роман – чăваш интеллигенцийĕн шăпи çинчен çырнă хайлав. И.Я.Яковлев ÿстернĕ «хăватлă ушкăн» шăпи. Çеçпĕл Мишши. Крым сăввисем («Катаран каç килсен», «Инçе çинçе уйра уяр...», «Çĕн кун аки», «Тинĕсе»). Сăвăç çинчен каланă сăмах. Çеçпĕл Мишши – чăваш литературин классикĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Лирика геройĕ. Кĕрешÿçĕ Этем сăнарĕ. Илемлĕх мелĕсем. Ăсталăхпа илемлĕх тĕнчи. Сыпăкпа пусăм сăввисем, сăвă виçисем. Çеçпĕл Мишши. «Чăваш сăввипе ударени правилисем». Усал-тĕселе - кулăш саламачĕ Чăваш кулăшĕн ăстисем. Кулăш литературин хăйне евĕрлĕхĕ, жанрĕсемпе илемлĕх мелĕсем. И.И.Мучи. «Хурах, хут вĕрентеççĕ!», «Килти экзамен». Иван Мучи – кулăшпа питлев ăсти. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Иван Мучи еткерĕн пĕлтерĕшĕ. Кулăша вăйлатмалли илемлĕх мелĕсем. Ăсталăхпа илем тĕнчи. Кулăшпа питлев хавхи. Кулăш жанрĕсем, вăйлату мелĕсем. Хумма Çеменĕ «Шишка» (калав). Хумма Çеменĕ – сăмах ăсти. «Шишка» калавĕн кивлемен пахалăхĕ.
Н.Е.Евдокимов. «Картара», «Пичеври лашапа тĕпри лаша» (юптарусем). Юптару – кулăш литературин çивĕч жанрĕ. Чăваш юптаруçисен ăсталăхĕ. Н.Евдокимов врач-писатель пурнăçĕ, вăл çырнă юптарусен витĕмлĕхĕ. М.Т.Аттай. «Такапа шапа» (юптару). В.Е.Рзай. «Ваçлей саккунĕ» (калав). Çыравçăн кун-çулĕ, калав ăсталăхĕ. «Ваçлей саккунĕ» калавăн пурнăçри никĕсĕ. Пурнăçри чăнлăхпа сăмахлăхри тĕрĕслĕх. Калавăн пĕлтерĕшĕ. Ăсталăхпа илем тĕнчи. Калав жанрĕн тĕсĕсем, илемлĕх мелĕсем. Кулăшпа питлев калавĕсен тытăмĕ. Çĕршывăмăр, Тăван çĕршыв Тăван çĕршывпа тăван халăх тата ял-йышпа кил-йыш ăнлавĕсем. Сутăнман тата сутма юраман пуянлăх – тăван халăх. А.Н. Лазарева. «Пĕрремĕш юрату» (калав). А. Лазарева пултарулăхĕнче пурнăçри пулăмсем палăрса юлни. Калав пахалăхĕ. Сăнарсем. Çынлăх ыйтăвĕсем. В.В. Бараев Сăвăç çинчен каланă сăмах. В. Бараев – паттăр салтак, сăвăç. Салтакăн поэзири еткерĕ. «Чăваш хĕрне» тата «Анне патне» сăвăсен пахалăхĕ. Лирика геройĕ тата автор. В.С. Алентей. «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» (повесть). Чăваш халăх писателĕ В. Алентей. Пултарулăхĕн пĕлтерĕшĕ. Повеçри сăнарсем. Паттăрлăхпа тивĕçлĕх ыйтăвĕсем. Н.Ф. Илпек. «Госпитальте» (калав). Халăх писателĕн хайлавĕсем. Паттăрлăхпа тивĕçлĕх ыйтăвĕсем. В.А. Урташ «Пурăнас килет!» (поэма), «Укăлча умĕнче шурă хурăн», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ» (юрă сăмахĕсем). В. Урташ – юрă сăввисен ăсти, хăйне евĕрлĕ çыравçă. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах енĕсем. Валентин Урташ сăввисемпе поэмисен çынлăхĕпе çирĕплĕхĕ, çутă ĕненÿлĕхĕ. «Пурăнас килет» поэма пахалăхĕ. Сăнарсем. Вăхăтпа ĕмĕр. Ăсталăхпа илем тăнчи. Литературăри паттăрлăх хавхи. Хайлавсен чĕнÿллĕ пахалăхĕ. Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамĕ Таймăк-шаймăк тата ĕссĕмлĕх литературин хăйне расна тĕнчи. Г.В. Краснов. «Тинĕсре тупнă çĕрĕ» (повесть). Г. Краснов пултарулăхĕ. Чăваш фантастикин утăмĕсем. М.П. Сунтал. «Асатте кĕпи», «Мăн ту вăрттăнлăхĕ». И.Д. Вутлан «Ытла та вăрттăн юрату» (сыпăксем). Г.А. Ефремов. «Тимĕр тыткăнран». Ăсталăхпа илем тĕнчи. Детектив, приключенипе фантастика хайлавĕсен уйрăмлăхĕсем. Çыравçăн асамлăх ăсталăхĕ. Тăванлăх, туслăх, тивĕç Этемлĕх пахалăхĕсем. Çынсен хутшăнăвĕсем, кĕрешÿри тата пурнăçри пĕрлĕх. Литература этем чунне уçса пани. Илемпе тасалăх туйăмĕ. Л.В. Таллеров. «Пысăк тĕнчери пĕчĕк чун» (калав). Л. Таллеров – чăваш халăх писателĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем. Проза ăсталăхĕ.
«Пысăк тĕнчери пĕчĕк чун» калавăн тĕп шухăшĕ, сăнарсем. Ăс-хакăлпа çынлăх ыйтăвĕсем. Н.С. Айзман. «Ăçта-ши ман атте» (драма). Н. Айзман – чăваш шилĕкĕн ăсти, драматург. Паллăрах пьесисем. «Ăçта-ши ман атте» драма темипе тĕп шухăшĕ. Кашни çын хăй пурнăçĕшĕн хăй яваплă пулни. Тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çĕнтеретех.
XX ĕмĕр варринчи поэзи А. Воробьев, Г. Ефимов сăвăçсен пултарулăхĕ. «Утмăлмăшсен» ушкăнĕ. Г. Айхи, Н. Теветкел, Г. Юмарт, В. Станьял, П. Эйзин тата ыттисен сăввисем. Поэзин пурнăçри вырăнĕ. Лирикăн тĕрлĕ тĕсĕсем. Ăсталăхпа илем тĕнчи. Чăваш литературин жанр пуянлăхĕ, çыру мелĕсемпе пултарулăх меслечĕсем.
XX ĕмĕр вĕçĕнчи калавсемпе повеçсем Мĕн вăл телей Телейпе ăраскал ыйтăвĕсене литературăпа философире тата кулленхи пурнăçра мĕнле çутатни. Вăхăтпа çын.,мĕтпе телей. Л.Н. Сачкова «Чĕкеçĕм, чĕкеç» (повесть). Ăсталăхпа илемлĕх тĕнчи. Калавпа повесть хушшинчи пĕрешкеллĕхпе уйрăмлăх. Çыравçăн тĕнче курăмĕпе çырулăхĕ çыхăнса тăни. Хайлав пахалăхне палăртмалли виçесем. Ирĕклĕ вулав валли: Н.М. Охотников «Манăн ачалăх» (повесть). А.Ф. Талвир «Пăва çулĕ çинче» (повесть). И.К. Ахрат «Кăвак çутă килсен». «Юлашки тĕл пулу» (повеçсем). Е.Н. Лисина «Тепĕр çул та килетпĕр» Л.В. Таллеров «Юхать юхан шыв», «Çÿл тÿпере çич çăлтăр»
КАЛЕНДАРЛĂ ТЕМАТИКА ПЛАНĔ (чăваш литератури) Урок №
Урок темисем
Сехет шучĕ
Урок тĕсĕ Литература теорийĕн ăнлавĕсене йĕркелемелли хутăш урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок
Вĕренÿ кĕнеки
Хайлава тишкермелли хутăш урок Хутăш урок Хайлава тишкермелли хутăш урок
Вĕренÿ кĕнеки
1
Хайлава тишкермелли хутăш урок
Вĕренÿ кĕнеки
1
Хайлава тишкермелли хутăш урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок
Вĕренÿ кĕнеки
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
1
Сăнарлă сăмах ăсталăхĕ кÿртĕм калаçу
1
2
Иван Яковлев. Чăваш халăхне Халал АВАЛХИ ЕТКЕРТЕН Чăваш несĕлĕсен ăс-хакăлĕ. (Ăрамлă сăмахлăх. Чăваш туйĕн сăмахлăхĕ. Асаттесен карт çырăвĕ) Атăлçи Пăлхар сăмахлăхĕ. Силпи – Пăлхар пики Атăлçи Пăлхар сăмахлăхĕ. Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен XVI-XIX ĔМĔРСЕНЧИ СĂМАХЛĂХРАН Арабла тата тĕрĕкле çырнă сăвăçсем. Вăтăр Юман. Искей Пайтулĕ. Юрăсем Василий Лебедев. Пирĕн телей. Мул тупни. Çитет, ан хĕне! Михаил Федоров. Арçури Тĕрĕслев ĕçĕ.
1
3 4 5
6
7 8 9
1 1 1
1 1
XX ĔМĔРТИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ Михаил Акимов. Шÿт туни. Тĕлĕнмелле! Константин Иванов. Нарспи «Нарспи» поэмăри сăнарсем
1 2 1
14
Тĕрĕслев ĕçĕ. Тест
1
15 16
Çеçпĕл Мишши. Сăвăсем Сăвă хывăмĕсемпе сăвă виçисем
1 1
10 11, 12 13
Курăмлăх хатĕрĕсем
Вĕренÿ кĕнеки
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
Урок кунĕ ирттер ирттер мелли ни
1
Хайлава тишкермелли хутăш урок
Вĕренÿ кĕнеки
1
Хайлава тишкермелли хутăш урок
Вĕренÿ кĕнеки
19 20 21
Иван Мучи. Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ! Асаплă сăмахсем Хумма Çеменĕ. Шишка Николай Евдокимов. Картара. Пичеври лашапа тĕпри лаша Марк Аттай. Такапа Шапа Александра Лазарева. Пирвайхи юрату Илпек Микулайĕ. Госпитальте Хайлавсен тытăмĕ
1 1 1
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
22 23 24
Валентин Урташ. Пурăнас килет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Тĕрĕслев ĕçĕ.
1 1
25 26 27
1 1 1
1
Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок
Вĕренÿ кĕнеки
29, 30
Георгий Краснов. Тинĕсре тупнă çĕрĕ Иван Вутлан. Ытла та вăрттăн юрату Алексей Воробьев. «Ăçта каян?» Георгий Ефимов. «–Салам! – ялан сунаççĕ сывлăх…» Геннадий Айхи. Константин Иванов. Хамăн Николай Теветкел. Çил ташши Валерий Егоров. «Кĕл тĕслĕ сăрă хула каçĕ…» Геннадий Юмарт. Текерлĕк Виталий Чекушкин. Сăвăсем Виталий Станьял. Сăвăсем Николай Айзман. Ăçта-ши ман атте?
Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Пуплев тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Хайлава тишкермелли хутăш урок
2
Вĕренÿ кĕнеки
31, 32 33
Людмила Сачкова. Чĕкеçĕм, чĕкеç… Тĕрĕслев ĕçĕ.
2 1
34, 35
Чăваш халăхĕн авалхипе хальхи сăмахлăхĕ пĕтĕмлетÿ калаçăвĕ
2
Хайлава тишкермелли хутăш урок Çĕнĕ темăна вĕренмелли урок Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли урок Вĕреннине аса илмелли урок
17
18
28
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки
Вĕренÿ кĕнеки Вĕренÿ кĕнеки

View more... Comments
Источник: https://updoc.site/download/nulldoc--5acace8daca98_pdf


Поделись с друзьями



Рекомендуем посмотреть ещё:



Untitled А раньше были мужики стих с матом


Проза а.с.артемьев Проза а.с.артемьев Проза а.с.артемьев Проза а.с.артемьев Проза а.с.артемьев


ШОКИРУЮЩИЕ НОВОСТИ